Чӑваш Енре чи лайӑх участковӑя суйланӑ. Юпа уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче республикӑра «Халӑх участковӑйӗ» конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Ун чухне ҫынсем онлайн мелӗпе сасӑланӑ.
Юлашки кунчченех сасӑлавра Ҫӗнӗ Шупашкарти участковӑй Сергей Александров малта пынӑ. Анчах кайран унӑн Канаш районӗнчи полици лейтенантне Сергей Ипатьева пӗрремӗш вырӑна пама тивнӗ. Уншӑн 5002 ҫын сасӑланӑ.
Сергей Ипатьев Асхва ял тӑрӑхӗнчи йӗркешӗн яваплӑ. Унта 3 640 ҫын пурӑнать. Вӑл республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Конкурс чӳкӗн 1-10-мӗшӗсенче иртӗ. Ун чухне участковӑйсемшӗн онлайн мелпе сасӑлӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта шӑв-шав ҫӗкленнӗ. Пепке кӗтекен, икӗ ача амӑшне (вӗсенчен пӗри сусӑр) хваттертен урама кӑларса ярасшӑн. Людмила Соломонова пурӑнакан хваттере Шупашкарти ҫар чаҫӗ туртса илесшӗн-мӗн.
Руфина ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина айне лекнӗ. Амӑшӗ хӗрне виҫӗ ҫул ӗнтӗ зонд урлӑ ҫитерет. Ача ҫапса хӑварнӑ арҫын ирӗке амнистипе тухнӑ. Халӗ вӑл ҫемьене 500 пин тенке пӗчӗкшерӗн тӳлет.
Людмила сахал тупӑшлӑ ҫемьесен йышне кӗрсе пурӑнмалли кӗтесе тивӗҫнӗ. Суд урлӑ. Администраци уйӑрса панӑ хваттер лайӑх лару-тӑрура пулман. Амӑшӗ юсав ӗҫӗсем тума тытӑннӑ. Халӗ хваттер питӗ илемлӗ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ӑна суда чӗннӗ. Хваттер унӑн мар, ҫар чаҫӗн иккен. Ҫемьене хваттертен кайма ыйтнӑ.
2007 ҫулта ҫар ҫыннин ҫемйине кӑларса янӑ. Лешӗ ӑна приватизацилеме тӑнӑ-мӗн. Приставсем ку ӗҫе 7 ҫул тӑснӑ. 2014 ҫулта тинех хваттер пушаннӑ. Анчах ҫар чаҫне ӑна тавӑрса паман. Чиновниксем унта Соломоновсене пурӑнма янӑ. Ку лару-тӑру пирки ҫар ҫыннисем халӗ тин пӗлнӗ, хваттере пушатма ыйтнӑ.
Хула администрацийӗ ҫар чаҫӗ кая юлнине ҫирӗплетет. Хваттер тахҫанах хула хыснине куҫнӑ. Суд ҫапла йышӑннӑ.
Хӗле хирӗҫ гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Хальлӗхе тухтӑрсем чан ҫапмаҫҫӗ пулин те сисчӗвленмелли сӑлтав пур. Республикӑра 7 пин ытла ҫын чирленӗ. Ытти ҫулпа танлаштарсан, кӑтарту пысӑкрах.
Иртнӗ эрнери кӑтартупа танлаштарсан вара хисеп чакнӑ — 5,4 процент сахалрах. Ытларах Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем чирлеҫҫӗ. 17 ҫул тултарман ачасем сахал мар: чирлисен 72,5 проценчӗ.
Лабораторире 9 ҫынна тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 3-шӗн — парагрипп вирусӗ, пӗрин — аденовирус.
Чирлес мар тесен тухтӑрсен сӗнӗвӗсене шута илмелле. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла, урамра уҫӑлса ҫӳремелле. Ҫын кӗпӗрленекен вырӑнтан пӑрӑнма тӑрӑшмалла. Хамӑра хамӑр упрамаллах…
Ҫӗнӗ Шупашкарта йӗрке хуралҫи йӗркене пӑснӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра ун тӗлӗшпе тӗпчев малалла пырать.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче полици ӗҫченӗ хӑйӗн паллаканне «ИЖ-79-9ТМ» хӗҫпӑшал тавӑрса панӑ. Маларах ҫавна лешӗнчен йӗрке хуралҫисем илмелле тунӑ. Ахальтен мар. Алӑри хӗҫпӑшаллӑ этем хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тата ӳсӗр пуҫпа хӗҫпӑшал йӑтса ҫӳренӗ. Кун пек пуҫтахланакансене хӗҫпӑшал шанмаҫҫӗ.
Йӗрке хуралӗнче тӑрӑшакан ҫын паллаканне шелленипе пулӑшас тенӗ-ши — хӗҫпӑшала тавӑрса памалла тунӑ. Анчах ҫынна ырӑ туни хӑйӗншӗнех кутӑнла ҫаврӑнса тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑ йӗрке хуралҫине пуҫиле майпа айӑплама пултараҫҫӗ.
Шупашкарти 63-мӗш маршрута тунтикунтан, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен, Шупашкарти аш-какай комбиначӗ таран ҫӳреме тытӑнӗ. Вӑл Лапсар, Канаш шоссипе хутлама тытӑнӗ. Капла йышӑнӑва авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн транспорт сетьне аталантарас тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссире йышӑннӑ.
Кунсӑр пуҫне тепӗр ҫӗнӗлӗх те пур. «АККОНД» акционерсен обществинчен Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» хоккей клубӗ таран 138-мӗш номерлӗ автобус ҫӳреме пуҫлӗ. Ку рейспа икӗ автобус ҫӳреттерме тытӑнӗ, виҫҫӗмӗшӗ резерв вырӑнӗнче пулӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑн Транспорт министерстви ку маршрутпа турттарма килӗшекене шырать. Автобуссем Шупашкартан 22 сехет те 30 минутра тата 22 сехет те 40 минутра хускалмалла.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 13-ри хӗрача тата 10 ҫулти арҫын ача ҫемье ӑшшине туйса ӳсесшӗн. Вӗсен ашшӗ ҫук, амӑшӗ вара — тӗрмере.
Нумаях пулмасть хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Ачасен тӑванӗсем те ҫук, ҫавӑнпа Ҫӗнӗ Шупашкарти опекӑпа попечительлӗх органӗ ачасем валли ҫемье шырама тытӑннӑ.
Хӗрача 8-мӗш класра вӗренет, арҫын ача — тӑваттӑмӗшӗнче. Хӗрача лайӑх ӗлкӗрсе пырать, математикӑпа вырӑс чӗлхине уйрӑмах килӗштерет. Вӑл ачасемпе хутшӑнма яланах хавас, ҫавӑнпа вӑл воспитатель пуласшӑн.
Арҫын ача ҫемҫе кӑмӑллӑ. Вӑл футболла выляма, ӳкерме юратать. Ачасем ҫемье тупасшӑн, ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине туясшӑн, анчах иккӗшӗ пӗрле…
РФ ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗ 1930 ҫулта ҫуралнӑ Николай Семенова шырать. Ватӑскер килтен авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухса кайнӑ та ку таранччен те таврӑнман.
Арҫын 85 ҫулти пек курӑнать, 150 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке. Вӑл кӑвак плащ, кӑвак трико, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Пуҫӗнче — хура сӑран карттус.
Николай Иванович аран утать. Вӑл аташса каять, нимӗн те илтмест. Ӑна куракансене 89276657705 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ӗренпур облаҫӗнче, Мускав-Чӗлепи ҫул ҫинче, авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫын вилнӗ. Вӗсем – Чӑваш Енрен.
Авари юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» ҫул хӗресленекен вырӑнта йывӑр тиевлӗ машинӑна ирттерсе яман. Вӗсем ҫапӑннӑ.
Йывӑр тиевлӗ машина тӗп ҫулпа пынӑ. Унта 5 ҫын пынӑ. Виҫҫӗшӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Икӗ водителе те, суранланнӑскерсене, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Арӑмӗпе упӑшки, хӗрарӑмӑн амӑшӗ, аппӑшӗ тата ашшӗ аслашшӗне пытарса Ҫӗнӗ Шупашкара килме тухнӑ-мӗн. Икӗ арҫын чӗрӗ юлнӑ. Арӑмӗ 1983 ҫулта ҫуралнӑскер ҫеҫ пулнӑ. Упӑшкипе вӗсем икӗ ача, 10 тата 6 ҫулсенчисем, пӑхса ӳстернӗ.
Диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктанчӗ пӗрремӗш хут иртессине, тепгр майлӑ каласан, пирӗн республика та Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнма кӑмӑл тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне 7 лапамра ҫыртарнӑ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те иртнӗ. Унта 15 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксем тата аслӑраххисем, пурӗ 500-е яхӑн ҫын, хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иртнӗ диктанта студентсемпе, наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫисемпе пӗрлех Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Иванов та ҫырнӑ.
Диктантӑн кӑтартӑвӗпе, тӗрӗс хуравсемпе, час-час тӗлпулнӑ йӑнӑшсене тишкернипе http://www.miretno.ru сайтра чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллашма май килӗ.
Чӑваш Енре тепӗр стела вырӑн тупнӑ. Вӑл — Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче.
Ку стела тӑван кӗтесе юратнине кӑтартать. Хальхинче ӑна Ишлейре вырнаҫтарнӑ. «Я люблю Ишлеи» (чӑв. Эпӗ Ишлее юрататӑп) тесе ҫырнӑ унта. Шел, чӑвашла саспаллисемпе ҫырман...
Стелӑна кафе умӗнче вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, кунашкал стелӑсене темиҫе ҫул ӗнтӗ Раҫҫейри чылай хулара лартаҫҫӗ. Чӑваш Енре вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Канашра пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |